Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куллен чир-чĕртен хÿтĕлесшĕн

Патăрьел районĕнчи Кзыл-Чишма ял тăрăхĕнчи ветеринарии участокĕн заведующийĕнчен Халимулла Хамматовран ял çыннисем, «Ĕнене вилĕмрен çăлса хăвар!» - тесе час-часах ыйтаççĕ. Вăл хăвăртах ветврач сумкине илсе пулăшма тухса чупать.

Отрасльте хĕрĕх çул ытла ĕçлесе çĕр-çĕр ĕне выльăхпа кайăк-кĕшĕке сиплесе сыватнă. «Вырăна çийĕнчех çитсе, диагноз тĕрĕс лартса, сиплесе темле йывăр чирлисене те вилĕм аллинчен туртса илнĕ, - аса илет Халимулла Нуруллови. - Пырне çĕр улми е кăшман лартнă, купĕннĕ ĕне выльăх хуçисене пысăк тăкак курасран, амак сарăласран ял хуçалăх организацийĕсене нумай пулăшнă».

Вăл çуллен уртаракан чире,Çĕпĕр шыççине,Африка мурне,кайăк-кĕшĕк грипне, ттине профилактикăлама, кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме, карантин тĕллевĕсене пурнăçлама çуллен хутшăнать. Çапла вара ял тăрăхĕнче выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци туса илес ĕçе тупе хывать. Çавăншăн ăна ял-йыш, ферма ĕçченĕсем, ветспециалистсем тав тăваççĕ тата хисеплеççĕ, вырăнти влаç органĕсем наградăсем парса лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ. Вăл РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ, Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕн «Çулталăк çынни - 2019» конкурсĕнче çĕнтернĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2020 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчи указĕпе килĕшуллĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ят парса чысланă.

Хыпар



20 октября 2020
10:03
2020 год
Поделиться