Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ – республика конкурсĕн призёрĕ

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен«Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?» сочинени конкурсне ирттерчĕ. Конкурса ачасене тăван чĕлхепе чăваш халăхĕн пуян историне хаклама,тăван ен культурине аталантарма вĕрентес тĕллевĕпе йĕркеленĕ.

Конкурса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнма пултарчĕç. Положенинче панă темăсенчен пĕрне суйласа илсе хутшăнас текенсем хăйсен сочиненисенеч ăвашла çырчĕç. Конкурса хутшăнмалли темăсем: «Аталан, çирĕплен, Чăваш Ен», «Республикăн пуласлăхне куратăп», «Республикăп амухтанатăп».

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ:

1-мĕш тапхăр – район е хула шайĕнче(2020 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен);

2-мĕш тапхăр – республика шайĕнче (2020 çулхи юпа уйăхĕн 05-мĕшĕччен).

Сочинени конкурсне Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтамш кулачисем те хутшăнчĕç. Районти 8-9 класс ачисем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулма 9-мĕш класра вĕренекен Кошкина А. тивĕçрĕ. Кошкина А. сочиненийĕ 2-мĕш тапхăрта та призёрсен шутне кĕме пултарчĕ. Ăна конкурса хутшăнма пулăшаканĕ тата хавхалантараканĕ вара чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕПутякова Н.А.

Кошкина А. вĕренекене малалла та ăнăçу сунатпăр!



19 октября 2020
14:14
2020 год
Поделиться