Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çут çанталăка сăтăр тăвакансене пуçран шăлмаççĕ

 ÇУРКУННЕПЕ кĕркунне чылай чухне хирсенче, пахчасенче, урамсенче тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине асăрхама пулать. Çынсем анасене тирпейлеççĕ, урамсенчи ăпăр-тапăра, типĕ курăка пуçтараççĕ те тỹрех çунтарма пикенеççĕ. Çĕрсе тислĕк пулакан пахча çимĕç авăрне те кăвайтах ывăтаççĕ. Е тата çăмăл меслет тупса урамсенчи контейнерсене пахчасенчи каяшпа тултарса хураççĕ. Ку та тĕрĕс мар хăтлану. Çапла майпа эпир хамăр ăша илекен сывлăша варалатпăр, наркăмăшлатпăр çеç. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман, çут çанталăка сĕмсĕррĕн сăтăр тăвакан граждансене пуçран шăлмаççĕ. Ку таранччен асăннă служба сотрудникĕсем ултă çынна протокол çырса штраф тỹлеттернĕ. Тĕрĕссипе вара йĕркене пăсакансене штраф пани укçа пуçтарассипе мар, тăван тавралăха упрассипе, ăна юратассипе, хамăрăн ăнланулăха, культурăна ỹс- терессипе, сывлăха сыхлассипе çыхăннă.

АВАНГАРД



16 октября 2020
11:56
2020 год
Поделиться