Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Полици сотрудникĕсем - ачасен кĕтнĕ хăнисем

 СЕНТЯБРĔН 30-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 23-мĕшĕччен республикăра "Полици тата ачасем" акци пырать. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Алена Каргина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх район полицийĕн сотрудникĕсем участокри уполномоченнăйсемпе, профилактика субъекчĕн ытти сотрудникĕсемпе кашни кунах шкулсенче пулаççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем вĕренекенсемпе чикарккă туртни, наркотик тытăмлă япаласемпе çыхăнни çитĕнекен çамрăксемшĕн сиенлĕ йăласем пулни пирки калаçусем ирттереççĕ, преступлени çулĕнчен пăрăнмалли йĕркесемпе паллаштараççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем профилактика ыйтăвĕпе Пăлапуç Пашьелĕнчи, Аслă Чементи вăтам шкулсенчи вĕренекенсемпе тĕл пулнă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

АВАНГАРД



09 октября 2020
11:39
2020 год
Поделиться