Юбилейпе саламлаççĕ, ăш сăмахсем калаççĕ

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ иккĕмĕш вăтам шкул октябрьте сумлă та пысăк уявне паллă тăвать. Вăл 130-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илет. Пĕлỹ çурчĕ пĕр ĕмĕр ытла ачасене ăс тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлет. Кунтан паллă çынсем, ĕçре палăрнисем нумайăн вĕренсе тухнă. Халĕ те вĕренỹ учрежденинче тăрăшакансем çитĕнекен ăрăва тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ.

Шел пулин те, шкул хăйĕн юбилейне коронавирус пандемине пула выпускниксене чĕнеймест, анчах онлайн мелĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех саламсем те йышăнма пуçланă. Çак кунсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ăшă, чуна пырса тивекен сăмахсене коллектива çитернĕ. Вĕсем учительсене, вĕрентỹ сферинче вăй хуракансене тата ветерансене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тав тунă.

АВАНГАРД



06 октября 2020
10:04
Хроника
Поделиться