Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паркри йывăçсем лараççĕ кашласа, килен-каяна ыр сунса

 РАЙОНТА тирпейлỹ ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Тăрăн ял тăрăхĕнче уçнă çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Игорев паркĕнче" унăн никĕслевçи, Треньелĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Игорев пуçарнипе субботник йĕркеленĕ. Сăмах май, территорие пĕрле пухăнса тасатасси йăлана кĕнĕ. Хастарсем парк лаптăкне тирпей-илем кĕртнĕ, хăрнă йывăçсене каснă, пĕрлех пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан çĕпĕр кедрĕн тата туя хунавĕсене, ытти тĕмсене лартса хăварнă.

Сăкăтри скверта та субботник ирттернĕ. Туйăпа чăрăш тĕмне 80 тĕп, нумай çул ỹсекен хризантема чечекĕсене лартнă

АВАНГАРД



02 октября 2020
11:35
2020 год
Поделиться