Чĕлхене кăмăллаççĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнипе пĕрлех иртнине пĕтĕмлетмелли, малашлăхра тумалли ĕçсене палăртмалли вăхăт та çитрĕ. Акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ, ачасен ăсталăх çурчĕ тăрăшнипе çитĕнекен ăрăва ют чĕлхене юратма вĕрентес, чи вăйлисене палăртас, пултарулăхне аталантарас тĕллевпе çулран-çул районта тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Маларахрисенче акăлчанла юрлассипе, сăвă вулассипе, тĕрлĕ произведенинчи сыпăксене кăтартассипе тупăшнă пулсан, пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче "Тĕрлĕ чĕлхепе вăрçа хирĕç" фестивале пур шкул та активлă хутшăнчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Кашни номерĕ нумайлăха асра юлмалла пулса тухрĕ. Жюри членĕсем ĕçсене видеопа пăхса хакларĕç.

 Йăлана кĕнĕ пекех, раштав уйăхĕнче районти 5- 9-мĕш классенче вĕренекенсем юмах, калав çырса куçăмсăр майпа тупăшрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем вара эссе çырма Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Конкурсра Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулти А. Пазюкова, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти К. Комиссарова, З. Фахуртдинова, Е. Ильина, Аслă Чементи Е. Ежова, И. Дубинина тата Нăрваш Шăхалĕнчи Ю. Васильева çĕнтерчĕç (ертỹçисем - Г. Пазюкова, Ф. Югаметова, З. Чабатова, Т. Митрофанова). Педагогсем хушшинче Ф. Югаметова тата Т. Митрофанова 1 - мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

 "Excelsiour" фестиваль конференцине те хастар хутшăнаççĕ ют чĕлхене юратакансем. "Чĕлхе пĕлĕвĕ" тата "Çĕршыв пĕлĕвĕ" секцисене явăçакансем нумай.

Уçă уроксен фестивальне хутшăнас текен вĕрентекенсем те яланах йышлă. Палăртма кăмăллă, опытлă вĕрентекенсемпе пĕрле çамрăксем те çулсерен фестивале хастар хутшăнаççĕ.

Предмет олимпиадинче çулсерен Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи вăтам шкулсенчи ачасем лайăх пĕлỹ кăтартаççĕ. Акăлчан чĕлхипе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне те çулсерен çак шкулсенче вĕренекенсем кĕреççĕ. Районта çак предметпа экзамен тытакансен вăтам балĕ республикăринчен иртет. Кăçал та вăл 80 балран пысăкрах пулчĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти З. Чабатова вĕрентекен ачисем вара 90 балран та ирттерме пултарнисем пур. Вĕренỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене сарас, пуçаруллă вĕрентекенсен ĕçĕпе паллашас тĕллевпе час-часах пĕрле пуçтарăнаççĕ акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн членĕсем. Ку хутĕнче акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ видеоконференци ирттермелли ZOOM платформăра вĕренỹри çĕнĕлĕхсене пăхса тухрĕ, ППЭ çинче чарăнса тăчĕ, умра тăракан планпа паллашрĕ. Ытти йăлана кĕнĕ мероприятисемпе пĕрлех кăçалхи вĕренỹ çулĕнче сăвă вулакансен, презентацисемпе плакатсен конкурсне ирттерме палăртрĕç педагогсем.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен

АВАНГАРД



02 октября 2020
11:51
Хроника
Поделиться