Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбиляр ячĕпе – ăмăрту

 Шăматкун Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăна лаша спортне кăмăллакансем пуçтарăннă. Урхамахсемпе ăмăртакансем спорт ветеранĕн Николай Кошкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Унта республикăри 20 районпа хулари, çавăн пекех ют регионсенчи маттурсем пухăннă.

Спорт уявне хутшăнакансене тата куракансене район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, "В. И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ" акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Роман Малов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСК директорĕ Алексей Краснов саламланă.

Финалти чупура пĕрремĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Альберт Хамбиковăн Кофеин лаши мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Шăмăршă районĕнчи Александр Максимовăн Панчерĕ, виççĕмĕшĕнче - Алексей Красновăн Победитель лаши. Хавхаланмалли тупăшура Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕн директорĕн Валерий Красновăн ăйăрĕ çĕнтернĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Сергей Головинăн рысакĕ тата асăннă тăрăхри Петр Сидоровăн Мистер Детройчĕ те хуçисене парне çĕнсе илме пулăшнă.

80 çулхи Николай Кошкин хăй те 60 çултан аслăраххисемпе пĕрле ăмăртăва хутшăнса лашапа чупнă. Мала тухнисем парнесене тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА.

АВАНГАРД



29 сентября 2020
11:15
Поделиться