Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул-йĕр асăрханулăх ыйтать

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен районти комиссин председателĕн çумĕ Равиль Ямалетдинов ертсе пынипе район администрацийĕн Пысăк залĕнче иртнĕ черетлĕ ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн тата районти ГИБДД уйрăмĕн представителĕсемпе çул-йĕре пăхса, юсаса тăракансем хутшăнчĕç.

Мероприяти пуçланиччен РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Алексей Алексеев подполковник районти ГИБДД уйрăмне ертсе пыма Алексей Мальцев аслă лейтенанта çирĕплетнине пĕлтерчĕ.

Сакăр уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 24 çул-йĕр инкекне регистрациленĕ. Вĕсенче 8 çын вилнĕ тата 35-ĕн аманнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан инкексен шучĕ 33,3 процент ỹснĕ. Руль умне ларнисенчен улттăшĕ ỹсĕр пулнăран пăтăрмаха лекнине пĕлтерчĕ халиччен районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Дмитрий Кочетков.

Канашлура çул-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă çитменлĕхсене пĕтерессипе, район администрацийĕнче тата ял тăрăхĕсенче туса ирттернĕ ĕçсемпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен районти комиссин секретарĕ Сергей Толстов тухса калаçрĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

АВАНГАРД



29 сентября 2020
11:00
Поделиться