Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркотик шар кăтартать

Наркотиксемпе хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна çак йышăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова ертсе пынă.

Канашлура наркомание хирĕç кĕрешессипе профилактика мероприятийĕсене анлăлатас ыйтусене сỹтсе явнă. Районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Надежда Надина тата РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Михаил Якимов çул çитмен çамрăксене право йĕркине пăсассинчен сирес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ăнлантару ĕçĕсемпе паллаштарнă.

2019-2020 вĕренỹ çулĕнче шкул ачисемпе ирттернĕ психологи тесчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тавра район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова калаçнă. Çавăн пекех район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксен ĕçĕпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин тĕп специалисчĕ Лариса Комиссарова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрĕн начальникĕ Наталья Дружинина çитĕнекен ăрупа çуллахи вăхăтра йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕсемпе тата вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе еплерех ĕçлени пирки пĕлтернĕ.

Пĕтĕмлетỹ тунă май район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова комисси членĕсене наркотиксене хирĕç кĕрешессипе йĕркелекен профилактика мероприятийĕсене тата халăхра ăнлантаруллă ĕçсене сарас тĕлĕшпе малашне те пысăк тимлĕх уйăрмаллине çивĕчлетнĕ.

А. ИВАНОВ

АВАНГАРД



29 сентября 2020
11:05
Поделиться