Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Апат-çимĕç пахалăхĕ тивĕçтертĕр

 Районти вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн пайĕн начальникĕ Ирина Рубцова, тĕп бухгалтерĕ Светлана Яковлева, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова, "Батыревский" общепит начальникĕ Лариса Матвеева хутшăннă.

Канашлура вĕренỹ учрежденийĕсене тивĕçтерекен апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхĕ, хăрушсăрлăхĕ пирки ыйту çĕкленĕ.

Оксана Такмакова 10 кунлăх меню çинчен сăмах хускатнă. Апат-çимĕç продукчĕсене нормативлă документсемпе йышăнмаллине аса илтернĕ. Ачасене вируслă тата коронавирус инфекцийĕ ересрен сыхă тăмаллине асăрхаттарнă.

Светлана Яковлева апат-çимĕç продукчĕсене электронлă рессурспа туяннă чухнехи çĕнĕ йĕркесемпе паллаштарнă.

Сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

А. ИВАНОВА

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:39
Хроника
Поделиться