Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Урпа рекорд панă

Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 540 га пухса кĕртнĕ.

-Пътъмпе 2268 тонна. Тухăç кашни гектартан вăтамран 42 центнер, - пĕлтерчĕ ЯХПК председателĕ, Раççей тата Чăваш Ен ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров. - Тырă кооператив тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пире тара панă кил хуçалăхĕсен выльăхне тепĕр тухăçчен тăрантарма, пĕр пайне сутма, ЯХПК членĕсене, чи малтанах механизаторсене, валеçме çитет. Кăçал кашни гектар тухăçĕ нумай çулсенчи рекорда кăтартрĕ. Урпа тухăçĕ темиçе лапт, Владиславпа Феликс Туктинсем, Владимир Кузнецов, Алексей Бакашев, Алексей Шапкин механизаторсем, ыттисем хастар хутшăннă. Культурăсене йĕтеме турттарнипе пĕрлех çуп-çапран агрегатпа тасатса вăрлăха хывнă. Кĕрхи культурăсем 300 яхăн гектар йышăнаççĕ.

- Вырма-2020 иртнисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Хуçалăхăн кирек хăш ертуçине те комбайнсем хире тухсан, утă уйăхĕн вĕçĕнче, çанталăк хăратать. «Çумăр куллен çумĕ-ши, техникăна ĕçлеме парĕ-ши?» - тетпĕр.

Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă çул тырра пухса кĕртмелли уйăхсем типĕ тăчĕç, ăна типĕлле пуçтарса илтĕмĕр.

ЯХПК членĕсем халĕ çĕр улми /100 га/ кăлараççĕ. Çав шутра 60 гектарне пĕверен уçланă шывпа шăварса çитĕнтернĕ. Тухăçĕ лайăх.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăнăвĕпе килĕшуллĕн «Красное Знамя» та тырра куçармалли агрегат, ытти машина туянса туснĕ тăкакăн 40% таран бюджетран уйăрнă субсидипе саплаштарнă.

- Тырра пухса кĕртмелли çĕнĕ комбайншăн та çав йĕркепех пулăшма шантараççĕ, -терĕ Петр Николаевич. - Культурăсене шăвармалли насус хатĕрĕсемшĕн федераци бюджетĕнчен субсиди куçарасса кĕтетпĕр.

Севок сухана /25 га/ та çанталăк йĕпене кайиччен пухса кĕртрĕмĕр. Тухăçĕ лайăх -кашни гектартан вăтамран 170 центнер.

 Юрий МИХАЙЛОВ

Хыпар



15 сентября 2020
09:27
Хроника
Поделиться