Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Больницăна – вертолетпа

Юнкун Патăрьел районĕнчи пĕр арçынна Шупашкарти больницăна вертолетпа 35 минутра илсе çитернĕ. Ăна операци васкавлă тумалла пулнă.

Патăрьелтен машинăпа килме çул çинче 2 сехет иртетчĕ, унсăр пуçне тата йывăр чирлĕ çыннăн çул çинче силленсе пымалла. Санитари авиацийĕ валли ятарласа туяннă вертолет больницăна хăвăрт илсе кайма май парать. Вăл эрнере çичĕ кун, талăкра 24 сехет татти-сыпписĕр ĕçлĕ.

Хыпар



11 сентября 2020
13:25
Хроника
Поделиться