Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Сентябрĕн виççĕмĕшĕ тĕлне районти 20 ытла ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕнче тыр-пула пухса кĕртессине вĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15910 гектартан (89,2 процент) пуçтарса илнĕ. 52730 тонна тырă тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 33 центнерпа танлашать.

16 хуçалăхра кĕрхи культурăсене акма тухнă. Ĕнерхи куна 2110 гектар тулă никĕсе хывнă.

Çĕр улми 90 гектар кăларнă. Вăтам тухăç пĕр гектартан - 160 центнер. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен те "иккĕмĕш çăкăр" анисем пушанса пыраççĕ.

Авангард



04 сентября 2020
09:31
Хроника
Поделиться