Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулă тытакансен черетлĕ фестивалĕ иртрĕ

ПАТĂРЬЕЛĔНЧЕ пурăннă Валерий Петрович Ялукова асăнса тата ăна хисеп туса унăн ывăлĕ - акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн ертỹçи, район Пухăвĕн депутачĕ Петр Ялуков пулăшнипе тата йĕркеленипе - пулă тытакансем кăçал тăваттăмĕш хут фестивале пуçтарăнчĕç. Патăрьелĕнчи кỹлĕ хĕрринче йĕркеленĕ турнира 11 команда хутшăнчĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче спортсменсем мĕн пурĕ 181 килограмм карп тытрĕç.

Çивĕч кĕрешỹре Шупашкартан килнĕ "Алекс-карп" команда- Плотниковсен çемйи - ашшĕ тата икĕ ывăлĕ - 49 килограмм карп тытса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ульяновскран тата Канашран фестивале хутшăннă ăста пулăçсем пайларĕç. Çĕмĕрлерен турнира хапăл тунă команда пуçласа ăмăртăва хутшăнчĕ пулин те 11 килограмм ытларах таякан йăмпăл-ямпăл пулла шывран туртса кăларма пултарчĕ.

Авангард



04 сентября 2020
09:56
Хроника
Поделиться