Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хирсем пушанаççĕ, пỹлмесем тулаççĕ

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне майлă илĕртỹллĕ. Çуркунне калча шăтса тухса симĕсленни кăмăла çĕклет пулсан кĕр енне уйсем пушаннишĕн, пỹлмесем тулнишĕн савăнатăн. Район хирĕсем тăрăх çỹренĕ май çакна пушшех те ытларах туятăн. Кашни ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕн анисенче техника шавĕ тăрать. Пĕрисем - тыр-пула, теприсем вăрлăх сухана, виççĕмĕшсем çĕр улмие пухса кĕртессипе тимлеççĕ. Çитес çулхи тухăçшăн ĕçлеме пуçăннисем те пур. Кĕрхи культурăсене "Исток", "Красное Знамя", "Малалла" ял хуçалăх предприятийĕсем, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕ акма тухнă. "Колос" çĕр ĕç фирминче, Л. Краснова, М. Лаврентьева тата ытти хăш-пĕр фермер хуçалăхĕсенче тыр-пула пухса кĕртнĕ.

Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 17843 гектар йышăннă пулсан, августăн 27- мĕшĕ тĕлне 11318 (63,7 процент) гектартан пухса кĕртнĕ. Тухăçа та начар тесе калаймастăн. Пĕр гектартан вăтамран 34 центнер тухать. Хăш-пĕр хуçалăхра кăтарту тата пысăкрах.

-Акнă-лартнă культурăсене çитĕнме кăçал пур услови те пулчĕ. Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 60 центнерпа танлашать. Вырăн-вырăнпа 70 центнертан та иртрĕ, - терĕ Ф. Чабатов фермер кăмăллăн. Чăнах та, савăнмалăх пур. Технологие пăхăнса, агроном канашĕсене шута илсе ĕçленин витĕмĕ пысăк çав. Сăмах май, фермер çĕре чун-чĕрипе туякан С. Шалтынов агрономпа чылай çул килĕштерсе вăй хурать.

Кĕрхи тулă анипе комбайн мăнаçлăн пырать, кашни пучаха илме тăрăшать. Çил вырттарнă лаптăксенче хăвăртлăха чакарать. Улăма та тỹрех вĕтетсе сапалать. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатассишĕн кунта çапла тăваççĕ. Юнашар хиртех диск кăкарнă трактор çĕр хатĕрлет.

Патăрьел районĕ республикăра вăрлăх сухан туса илессипе палăрса тăрать. Шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Раççее кирлĕ чухлĕ продукцин 40 процентне ỹстереççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре кашни уйрăм хуçалăхра севок çитĕнтереççĕ тесен те йăнăш мар. Чи пысăк лаптăк вара кунта Л. Краснова фермерăн. Вăл кăçал 40 гектар акнă. Хуçалăхра шăпах ăна пухса кĕртессипе тăрăшаççĕ. Вĕтĕ сухана алă вĕççĕн тата ятарлă техникăпа пуçтараççĕ.

- Вăй хума килес текенсем çуллен сахалланса пыраççĕ, çавна май малашне ĕçе ытларах механизацилес тетпĕр. Хĕлле ятарласа вăрлăх сухана пухакан хатĕр тутартăмăр. Вăл кунне икĕ гектартан кая мар пуçтарать. Тухăçа начар тесе калас килмест, пĕр гектартан 200 центнер тухать. Туянакансен кăмăлне тупас тесе хĕрлĕ, сарă, шурă тĕслĕ севок çитĕнтеретпĕр. Вĕсене хĕл каçарма икĕ хранилище тунă, пĕрле 800-900 тонна кĕрет. 200 тоннине кăçалах сутатпăр, илес текенсем пур, - терĕ Людмила Петровна хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарнă май. Çакна та каласа хăварас килет: 2008 çулта йĕркеленнĕ Л. Краснова фермер хуçалăхĕн 210 гектар çĕр. Унта вăрлăх сухансăр пуçне тырă тата çĕр улми никĕсе хывнă. Хирте ĕçлеме техника çителĕклĕ: МТЗ трактор - 7, ГАЗ-53 автомашина - 2, кăкарса çỹремелли хатĕрсем пурте пур. Кăçал комбайн илнĕ. Патшалăх тăкакăн пысăк пайне саплаштарма пулăшнăшăн фермер питĕ савăннă. Çĕрпе вăй хуракана çапла хавхалантарни малашлăха тĕллевлĕн пăхма пулăшнине палăртрĕ.

 Шăнкăртамри Н. Шрша фермер хуçалăхĕн хирĕнче те ĕç вĕрет. Хуçалăх çĕр улмин ир пулакан Коломбо сортне кăларма пикеннĕ. Вăл 28 гектар йышăнать .Наил Нуруллович хăй тытса пыракан трактор хыççăн шап-шурă выртса юлакан "иккĕмĕш çăкăра" уйра вăй хуракансем çийĕнчех пуçтарса сеткăсене тултараççĕ. Куллен 3-4 тонна çĕр улми сутаççĕ. Шупашкара, Ульяновскине, Тольяттине, Хусана илсе каяççĕ.

О. Павлова.

Авангард



28 августа 2020
15:15
Хроника
Поделиться