Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 Районта хирсем майĕпен пушанса пыма пуçларĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене августăн 24-мĕшĕ тĕлне çурри ытла (55 процент) е 9830 гектартан пухса кĕртнĕ. 31360 тонна тырă тĕшĕленĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 34 центнерпа танлашать.

 Кĕрхи культурăсене те акма пикеннĕ. Ку ĕçе «Красное Знамя», «Малалла» ял хуçалăх предприятийĕсенче тата М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пуçăннă. Ĕнерхи куна 120 гектар никĕсе хывнă.

Çĕр улми 12 гектар кăларнă.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр 2600 гектар хатĕрленĕ.

 Çĕртме 4250 гектарта тунă. Выльăхсене хĕл каçарма сенаж 21800 тонна (113 процент), утă 13600 тонна янтăланă. Условнăй пĕр ĕне-выльăх пуçне 24,1 апат единици хатĕрленĕ, иртнĕ çул çак кăтарту 18,5 апат единиципе танлашнă.

Авангард



25 августа 2020
10:58
Хроника
Поделиться