Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр улми аврине çунтарма юрамасть

 ÇАНТАЛĂК кĕр енне сулăннă май çулсеренех тавралăхра унта та кунта тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине асăрхатăн. Ун пек чухне сывлăш вараланни те паллă. Чылай чухне эпир хамăр сывлăха хамăрах сиен кỹретпĕр. Çапла ан пултăр тесен çĕр улми аврисене, пахча çимĕçĕн ытти юлашкийĕсене çунтарма юрамасть. Вĕсене хуралтă çывăхĕнче чĕртни тепĕр хăрушлăх та кăларса тăратать, çулăм çурт-йĕре те хыпса илме пултарать. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакан граждансем пирки районти пушар надзорĕн инспекторĕсем протокол çырма та пултараççĕ.

 Çакна та каласа хăварасшăн. Çĕр улми аврине хытă каяш пуçтарма лартнă контейнерсене тултарса хума та юрамасть. Апла пулсан типтерлĕн купаласа хумалла та çĕрсе пĕтсен тислĕк вырăнне усă курма пулĕ.

Авангард



25 августа 2020
10:45
2020 год
Поделиться