Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 Çумăрлă çанталăка пула уй-хирти ĕçсем вăхăтлăха чарăнса ларчĕç. Августăн 20-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата фермер хуçалăхĕсенчи комбайнсем хĕвеллĕ кунсемпе усă курса хире тухрĕç. Ĕнерхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7720 гектартан (43,3 процент) пухса кĕрнĕ. Кĕрхи тулла 3001 гектартан, çурхи тулла - 360 гектартан, урпана 4359 гектартан пуçтарнă. 24990 тонна тырă тĕшĕленĕ.

Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 34 центнерпа танлашать.

Кĕрхи çĕртмене 2500 гектар (45 процент) сухаланă.

Авангард



21 августа 2020
15:12
Хроника
Поделиться