Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача-пăча сусăрланасран асăрханмаллах

Ача-пăча суранланни çитĕнекен ăрушăн кĕтмен инкек пулса тăрать. Çакă ашшĕ-амăшне те кулянтарать. Чылай чухне ачасем кил хушшинче, урамра ỹксе сусăрланаççĕ. Велосипедпа ярăннă чухне аманаççĕ. Физкультура урокĕнче те алă-урана сиктересси пулать тата ытти те. Инкексем ытларах çуллахи каникул вăхăтĕнче, кĕрлĕ-çурлă çул пăрлак чухне пулаççĕ.

Автотранспортпа аварие лекекенсем те пур ачасем хушшинче. Шыва кĕнĕ чухне путнă тĕслĕхсене те палăртмасăр иртме çук

. Ачасем сусăрланасси 7-11 çулсенче ытларах. Инкек вилĕм патне илсе пынине шута та илмеççĕ пулас. Çакăн пек чухне çитĕнекен ăру инфекци чирĕпе чирлекенсенчен ытларах та çут тĕнчерен уйрăлма пултарать. Раççейĕпе илес пулсан çулленех 10000 ача аварире вилет. 3500 хĕрачапа арçын ача шыва путнипе пурнăçран уйрăлать. Районти тĕп больницăна та кĕтмен çĕртен сусăрланнă ачасем йышăнăва сахал мар пыраççĕ.

Шкулта япăхрах вĕренекен ачасем вăйă-кулăра ытларах палăрма тăрăшаççĕ. Çавна май вĕсене çыран хĕрринчен шыва сикесси те, хуралтă тăррине улăхасси те йывăрлăх кỹмест. Тепĕр чухне аслисем çакна асăрхасан та курмăш пулаççĕ.

 Ỹксе сусăрланнипе автотранспортпа пулнă инкеке танлаштарма та çук. Аяк шăммисем, алă-ура хуçăлни, ванни кама ан хăраттăр. Çынна çĕнĕрен ура çине тăратас тесе сахал мар вăй хумалла. Пациентăн темиçе хутчен те операци сĕтелĕ çине выртас пулать. Çавăнпа та çул урлă каçнă чухне васкамалла мар. Автотранспорт хăш енчен килнине тĕплĕн сăнамалла. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Хальхи вăхăтра уй-хирте çитĕннĕ продукцие пухса кĕртесси пырать. Ачасем те аслисемпе танах ана çине тухаççĕ, севок пуçтарнă е сортировка тунă çĕре йышлăн хутшăнаççĕ. Инкекĕсем пĕлтĕр те пулнăччĕ, пĕри вилмеллипех аманнăччĕ. Кăçал та икĕ урине те сусăрлатнă тĕслĕхе илсе кăтартасах килет.

Ача-пăча пĕр вырăнта лармасть. Ăна кашни япала интереслентерет. Вĕри шыв савăчĕсене тăкса яни те тĕл пулать пурнăçра. Аслисем шăпăрлансен алли айне эмелсем хурса хăварса ăна пĕлмесĕр ĕçни те. Йытă çыртнипе те килеççĕ больницăна. Пăру е така сĕкни те хăратмаллах вĕсене.

 Çуллахи вăхăтра ачасем ытларах хăйсем тĕллĕн юлаççĕ. Аслисем вĕсемпе ларма ерçеймеççĕ. Çакăн пек чухне ашшĕ- амăшĕн чỹречесене уçăлмалла мар туса хăварма тăрăшмалла. Шăрпăксене вĕсен алли çитмелле мар çĕре хумалла. Ачасене хăратса каламасăр инкек-синкек пуласран тĕплĕн ăнлантармалла. Хăрушсăрлăх техникине пĕлни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ. Пĕчĕккисене куçран самантлăха та вĕçертмелле мар. Ача-пăча плошадкинче вылянă чухне те ỹксе аманакансем тĕл пулаççĕ. Çула тухсан е автотранспорт кĕтнĕ чухне вĕсене алăран ан вĕçертĕр.

Çĕнĕ çул уявĕнчен юлнă пиротехника хатĕрĕсемпе петардăсене те алă айĕнче тытмалла мар. Вĕсемпе те сусăрланаççĕ. Куçсăр юлма та пулать пĕлсе усă курмасан.

Июль уйăхĕнче йышăнăва килнĕ хăш-пĕр пациентсен сусăрланăвнех илер. Виçĕ ача пуç мими чĕтреннипе, иккĕшĕ сăмса шăммине амантнипе, çурăм тата пĕçĕ шăммисене сиен кỹнипе, чĕркуççине, хул пуççине, ура тупанĕсене сиенлетнипе, алă, ура пỹрнисене сиктернипе, хуçнипе, ỹт-пĕве пĕçертнипе пулăшу ыйтнă тата ытти те. Пылак шыв е сок тесе кислотасем, япала çăвакан шĕвексем тутанса пăхнă тĕслĕхсене те палăртмасăр хăварма çук.

Ачасем шыва кĕнĕ чухне чыхăнса вилесси те тĕл пулать. Вĕсем икĕ минут та тăраймаççĕ унта. Маларахри çулсенче пĕр ача çурхи шыва çыран хĕрринчен чăмса, тепри чыхăнса вилнĕччĕ.

Инкеке нихăçан та çын çине йăвантарма тăрăшмалла мар. Çитĕнекен ăрушăн малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă.

 А. АЛЕКСАНДРОВ, район больницин травматолог-ортопечĕ

Авангард



21 августа 2020
15:26
Хроника
Поделиться