Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Треньелĕнчи урам пысăк хисеп çĕнсе илнĕ

 РАЙОН администрацийĕ ялсенче тирпей-илем тытса тăрас, урамсене йывăç-тĕмпе, çеçкесемпе капăрлатас, хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăх кỹрес тĕллевпе çулсеренех конкурс йĕркелени пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Çак тупăшăва 19 ял тăрăхĕнчен 8-шĕ çеç хутшăнма мехел çитернине те каланăччĕ. Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен Треньел ялĕнчи Нагорная урамра пурăнакансем вара çак конкурсра хăйсен хастарлăхне кăтартма иртнĕ çулах тĕллев тытнă. Кăçал вара вĕсем хăйсен кассине таса та тирпейлĕ çеç тытнипе мар, çеçке тĕнчинех çавăрнă. Кун пирки хаçат редакцине Л. Захарова пенсионерка хавхаланса пĕлтерчĕ. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç çак касра пурăнакансене пысăк хисеп çĕнсе илме май пачĕ. Комисси вĕсен тăрăшулăхне пысăка хурса хакланине илтнĕ хĕрарăм-пенсионерка урам савăнăçне ыттисемпе пайлама шут тытнă та. Сăмах май каласан, Людмила Вячеславовна çак яла качча килни кĕркунне 50 çул çитет. Çавăнтанпах вăл районта тухса тăракан «Авангард» хаçатпа туслă çыхăну тытать.

Авангард



18 августа 2020
20:31
2020 год
Поделиться