Депутатпа староста хастарлăхĕпе Тури Чакăра кĕпер çĕнелнĕ

ВАТĂСЕМ халăх вăйĕпе хапхана та вĕрсе уçма пулать, теççĕ. Пĕрле чухне вăй-хăват та пысăк, хавхалану та иксĕлми. Çак кунсенче, акă, Тури Чакăра пурăнакансем темиçе çул хăйсене канăç паман ял вĕçĕнчи кĕпере (Пăлапуç Пашьелне тухса кайнă çĕрте) пикенсех юсаса çĕнетнĕ. И. Никитин ял старостипе В. Фролов депутат пуçарăвне ял çыннисем алхапăлах йышăннă. Икĕ кун вăтăра яхăн çын кĕпер тунă çĕрте тăрмашнă. Нимелле пурнăçланă ĕçре кашниех хăйĕн тỹпине хывма тăрăшнă. Пĕри - пăрăхне панă, тепри ытти строительство материалĕпе пулăшнă, техника çăмăллăхĕпе тивĕçтернĕ, тăпра турттарнă.

Урамсенче кĕме-тухма çул япăх пулни те Тури Чакăсене питĕ канăçсăрлантарать. Ăна та вăй çитнĕ таран хăйсен вăйĕпе юсаса, сапласа тăраççĕ-ха, çапах та ытти ялсенчи пек паха çул пирки те ĕмĕтленме пăрахмаççĕ.

Авангард



31 июля 2020
17:25
Хроника
Поделиться