Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çине-çинех пушар, вут-кăвартан асăрханар!

ШĂРĂХ та типĕ çанталăк пушар тухас хăрушлăха пушшех пысăклатать. Акă, иртнĕ шăматкун ирпе- ирех Кивĕ Ахпỹртри пĕр хуçалăхра сарай-хуралтă таврашĕнче вут хыпнă. Пушар çуртне те сиенленĕ. Çак кунхинех çур çĕр çитеспе Туçари тепĕр хуçалăхра хуралтăсем çунма пуçланă. Районти пушар надзорĕнчен хыпарланă тăрăх икĕ инкекĕ те электропроводка юсавсăр пулнăран тухнă.

Июлĕн 14-мĕшĕнче каллех ирхине Кивĕ Ахпỹртсене пушар машинин сирена сасси хыпăнтарнă. Райпо магазинĕнчен йăсăрланакан тĕтĕме пушарниксем хыпса илме паман. Çапах та суту-илỹ лавккинчи хăш-пĕр тавар юрăхсăра тухни каламасăрах паллă. Кунти пушарăн сăлтавне пайăрлатаççĕ.

Авангард



17 июля 2020
11:37
2020 год
Поделиться