Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарнăшăн - штраф!

РАЙОНТИ ялсенче кил хуçалăхĕнчен тухакан çỹп-çапа ятарласа вырнаçтарнă контейнерсене тăкассине çынсем хăнăхса пыраççĕ. Çапах та уйрăм çынсем йĕркене пăхăнмасăр пысăк ешчĕке строительство материалĕсене, пахча çимĕç каяшĕсене, çум курăка унта пăрахакансем те пур-ха. Е тата хăшĕ-пĕри пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр типĕ курăка е çỹп-çапа хуралтăсем çывăхĕнчех çунтараççĕ. Çакă Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккуна пăхăнманнипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе яваплăха çивĕчлетнĕ. Йĕркене пăхăнман уйрăм граждансене 2000 - 3000 тенкĕ штраф параççĕ. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кун пек тĕслĕхсем çулсеренех тĕл пулаççĕ. Должноçри çынсен пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăссан 6000 - 15000, юридика пĕлтерĕшлисен 150000 - 200000 тенкĕ тỹлеме тивĕ. Çак сăлтавпа иккĕмĕш хут çаклансан вара штраф тата пысăкрах пулать. Унсăр пуçне пушар сăтăр е сиен кăтартсан айăпланакан пирки уголовлă ĕç те пуçараççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра пушартан асăрханас тĕллев пуриншĕн те тĕп вырăнта пулмалла.

Авангард



10 июля 2020
10:53
2020 год
Поделиться