Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Ăраскал" ансамбль- фестиваль-конкурс лауреачĕ

 РАЙОНТИ централизациленĕ клуб системи çумĕнчи эстрада юррисен "Ăраскал" ушкăн кирек мĕнле культура мероприятийĕнче те илемлĕ та янăравлă сассипе тыткăнлать. Сцена ăстисен пултарулăхĕ, творчество хастарлăхĕ ỹснĕçемĕн ỹссе пыни кăмăллă. Патăрьел артисчĕсем май-июнь уйăхĕсенче дистанци мелĕпе регионсем хушшинче "Тăван ене мухтаса" ("Воспевая край родной") фестиваль-конкурса хутшăнса - "Автор юрри" тата "Халăх юрри" номинацисемпе I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çакă пирĕн культура ĕçченĕсем наци йăли-йĕркине, кĕвĕ искусствине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

Авангард



07 июля 2020
11:15
Хроника,
2020 год
Поделиться