Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемьене савăнăç кỹчĕç

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи нумай ача усрава илнĕ Алякинсен çемйине савăнăç çитрĕ. Дистанциллĕ мелпе вĕренме пуçланăран социаллă тата культура программăсене тытса пыракан "Чувашия" Фонд (ертỹçи Михаил Федотов) "Единая Россия" парти пуçарнă "Килте вĕренме пулăш" ыр кăмăллăх акцие тĕпе хурса вĕсене хаклă парне кỹчĕ _ ноутбук пачĕ.

Алякинсен 12 ача. Вĕсенчен 7-шĕ - усрава илнĕскерсем. Мăшăр çитĕнекен ăрăва телейлĕ тума тăрăшать, ырă кăмăллă пулма хăнăхтарать. Аслисене хисеплеме, кĕçĕннисемшĕн тăрăшма вĕрентет. Ĕçе явăçтарать, йышпа пĕрле канаççĕ. Çемье пуçлăхĕ Александр Алякин çирĕплетнĕ тăрăх, йышри пĕр ача та йывăрлăх кỹмест. "Пирĕн пурте нумай ачаллă пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та çимелли, тăхăнмалли хĕсĕк пулсан та асаттен 10 ачи аванах çитĕннĕ...", - терĕ вăл.

Пандеми тапхăрĕнчи дистанциллĕ вĕренỹ вăхăтĕнче Алякинсем компьютер çитменнине туйнă. Ноутбукшăн хĕпĕртемелĕх пурах. Çемьере асли - Артем. Вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренет. Шкул директорĕ Людмила Лялина палăртнă тăрăх, арçын ачана шăпах ку чухнехи компьютер кирлĕ пулнă. Тивĕç те иккен вăл ăна. Вĕренỹре, спортра харсăр. "Юнармия" юхăмĕн çарпа патриотла тата "Зарница", "Орленок" вăййисене хастар хутшăнать. Шкул командине мала тухма пулăшать.

 Сумлă парнене Артема район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Чă- ваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков пачĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



07 июля 2020
11:29
2020 год,
Хроника
Поделиться