Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чутах пысăк инкек кăтартман

ПУРНĂÇРА чылай пăтăрмахпа инкек-синкек хамăр асăрханманлăхпа сиксе тухать. Иртнĕ шăматкун Хурама Тварĕнчи пĕр хуçалăхра мунчана вут хыпма пуçлани те çак сăлтавпах çыхăннă. Тăр кăнтăрла кил хуçисем шашлăк пĕçерме шут тытнă. Какай турамне тĕтĕм çинче хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн кăварне пластмас витре ăшне янă та мунча çумне лартса хунă. Сỹнсе пĕтмен кăмрăк амаланса выртнă хыççăн сасартăк мунчана тивсе илнĕ, тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Юрать-ха, вăхăтра асăрханă. Районти пушар хуралĕн машинисем çитнĕ çĕре инкеке парăнтарма та ĕлкĕрнĕ.

Сăмах май каласан, çуллахи вăхăтра çамрăксем, çемьесем çут çанталăкра ушкăнпа канасси йăлара. Ун пек чухне кăвайт чĕртме, шашлăк пĕçерме тăрăшаççĕ. Республикăра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли тапхăр пынă май, çакнашкал мероприятисенче вут-кăварпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Вăрманта е унăн çывăхĕнче кăвайт чĕртме юраманнине манса каймалла мар.

Авангард



30 июня 2020
09:52
2020 год
Поделиться