Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Атăл çийĕнчи тупăшура" - иккĕмĕш вырăнта

ШĂХАЧРИ "Умарина" ансамбле чылай çул ертсе пыракан Николай Стефейкин çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ алла хуткупăс тытни. Çулне кура мар вăл, хăйĕн хастарлăхне хавшатмасть-ха. Акă, çак кунсенче культура ĕçченĕ Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа купăсçăсем хушшинче ирттернĕ "Атăл çийĕнчи тупăшу" республика конкурсне хутшăннă. Онлайн-конкурса юрра-кĕвве кăмăллакансем 17 районтан пулнă. Çулĕпе те тĕрлĕрен: 18 тан пуçласа 90 çул таранчченех. Сцена ăстисен пултарулăхне тỹре членĕсем пахаланă хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Николай Стефейкин иккĕмĕш вырăн йышăнни палăрнă.

Авангард



26 июня 2020
09:41
Хроника
Поделиться