Çамрăк артистсемпе аслисен çитĕнĕвĕ

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ ача-пăча искусство шкулĕн театр уйрăмĕнче хăйсен творчество пултарулăхне аталантаракан Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк артистсем Асăнупа хурлăх кунне халалласа "Вăрçă çулĕсене аса илер" ятпа кинофильм ỹкернĕ. Унăн авторĕпе режиссерĕ - искусство шкулĕн директорĕ Алина Антонова. Сăмах май каласан, ачасен çак театр ушкăнĕ республикăри "АВАНсцена -2020" конкурсăн пĕрремĕш степеньлĕ лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.

Юлашки çулсенче çитĕннисен ушкăнĕнчен йĕркеленĕ районти централизациленĕ клуб системи çумĕнчи халăх театрĕ те районти куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльпе савăнтарсах тăрать. Луиза Спинова режиссер ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ те нумай пулмасть куçăмсăр майпа "Наци пуянлăхĕ _ 2020" телефестиваль-конкурса хутшăнчĕ, паллă чăваш драматургĕ Александр Кăлкан çырнă "Анисса" пьесине лартса пачĕ. Пысăк шайри хисеплĕ жюри членĕсем Патăрьел халăх театрĕн творчество ĕçне çỹллĕ шая хурса хакланă, сцена ăстисем I степеньлĕ лауреат дипломне тата телефестиваль Кубокне тивĕçнĕ.

Авангард



26 июня 2020
09:39
2020 год
Поделиться