Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветеринарсен ĕçĕ куç умĕнче

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинче вăй хуракансем ĕне-выльăх вăхăтра йăхтăр тата гинекологин тĕрлĕ чир-чĕрĕпе ан нушалантăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Ĕçленин витĕмĕ те пур: ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен тата уйрăм çынсен выльăхĕсем çулсерен йыш хушаççĕ, тĕрлĕ амакпа та нушаланмаççĕ.

2020 çулта районта зооветспециалистсем сăнаса тăнипе выльăхсене искусствăлла майпа йăхтармалли 15 пункт ĕçлет, вĕсенчен 7-шĕ- Патшалăх ветеринари учрежденийĕ çумĕнче.

Çулталăк пуçланнăранпа Патшалăх ветеринари учрежденийĕ çумĕнчи выльăхсене йăхтармалли пунктсенче 296 ĕнепе пушмака пĕтĕлентернĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 51 пуç ытларах.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци çулталăк пуçланнăранпа 1590 доза туяннă, нумай пулмасть çеç 480 илсе килнĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



02 июня 2020
17:08
2020 год
Поделиться