Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мăнаçлăх çуратакан, куççуль кăларакан кун

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитрĕ. Сумлă та хисеплĕ уявпа эпир, ăрăва малалла тăсакансем, чăннипех те мăнаçланатпăр, хисеплĕ ветерансем, тыл хастарĕсем, салтак арăмĕсем умĕнче пуç таятпăр.

Коронавирус чирне пула майăн 9-мĕшĕпе çыхăннă савăнăçлă уява çĕршывĕпех онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ. Ĕç коллективĕсем Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхем умне те пĕчĕк ушкăнпа (3-4 çын) чечек кăшăлĕсем хучĕç. "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ те пирĕн мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисене чыс тăвакан мероприятинчен айккинче юлмарĕ.

Çĕнтерỹ кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, район прокурорĕ Николай Осипов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тĕрлĕ çар представителĕсем-ветеранĕ- сем тата ыттисем те чечексем хучĕç.

- Çĕршывăн тĕп праçникне кăçал урăхларах йĕркелеме тиврĕ пулин те, вăрçă паттăрĕсемпе, ветерансемпе çыхăннă Çĕнтерỹ кунĕ пирĕншĕн чăн-чăн мăнаçлăх уявĕ шутланать. Мирлĕ тỹпешĕн кĕрешнĕ кашни салтаках пирĕн асăмăрта. Малашне те çитĕнекен ăрăва вăрçă паттăрĕсен нихçан иксĕлми чапĕпе сумне куçарса пырасси - пирĕн тĕп тĕллев,- терĕ Рудольф Васильевич хăйĕн салам сăмахĕнче.

Район делегацийĕ палăк умĕнче вăрçă ветеранĕсене чыс туса пĕр самант шăп тăнă хыççăн ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче вилнĕ салтаксен канлĕхĕшĕн пуç тайрĕç, чечексем хучĕç. Сăмах май каласан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине районтан 8377 çын кайнă, 6034-шĕ фронтран таврăнайман. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине 17 ветеран кĕтсе илчĕ.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав Николай РАСЬКИН, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Çĕнтерỹ кунне мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ирттерме тиврĕ пулин те, ял тăрăхĕ çĕршывра йĕркеленĕ мĕн пур акцие хастар хутшăнчĕ. Çынсем хаваспах кантăксене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе капăрлатрĕç, çĕршывпа пĕрле каçхине Асăну çуртине çутрĕç, "Вилĕмсĕр полка" хутшăнса онлайн мелĕпе çемьесенчи вăрçă паттăрĕсем пирки каласа пачĕç тата ытти те. Палăксем умне чечексем хутăмăр, маларах тыл хастарĕсене юбилей медалĕсемпе чысларăмăр.

Петр КИРГИЗОВ, вăрçă ветеранĕ, Патăрьел:

- Çĕнтерỹ кунĕ - маншăн чуна тыткăнлакан, куççуль кăларакан уяв. Тавах патшалăха, республика, район ертỹçисене пире хисеп тунăшăн. Ветерансен йышĕ çултан-çул сайралса пырать, паллах. Майăн 9-мĕшĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пире чыслама май тупнăшăн пысăк тав. "День Победы" юрра вара килтех, çĕршывпа пĕрле вырăсла та, чăвашла та кăмăлтан юрларăмăр.

 Авангард



15 мая 2020
10:36
Поделиться