Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çирĕп йĕрке тата тăнăçлăх - тĕп тĕллев

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ - çирĕп йĕркепе тăнăçлăха тытса тăрасси. Çак кунсенче оперативлă службăн 2020 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетнĕ чухне те шăпах çак йĕркесем çинче ытларах чарăнса тăтăмăр.

Кăçалхи виçĕ уйăхра районта преступлени тăвассипе çыхăннă чылай кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан лайăхланнă. Маларах судпа айăпланнисем преступлени тăвасси 26,8 процент, ĕçсĕррисем преступлени çулĕ çине тăрасси 28 процент чакнă. Ỹсĕрле (37 процент) тата обществăлла вырăнта (11 процент чакнă), вăл шутра урамра (13 процент) преступлени тăвакансен шучĕ те сахалланнă. Пĕрремĕш кварталта çын вĕлернĕ, ăна асаплантарнă, мăшкăлланă, автомобиль вăрланă, çаратнă, хулиганла ĕçсем тунă, тапăннă, хăратса укçа ыйтнă тĕслĕхсем пулман. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем пăхса тăракан икĕ районпа (Патăрьел тата Шăмăршă районĕсем) 12 экономика преступленине шута илнĕ. Тапăннипе çыхăннă 46 преступлени пулнă, 40-ĕшне уголовлă явап тыттарнă.

Районти оперативлă службăн пĕрремĕш кварталти ĕç итогĕсенчен йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен малашнехи валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумалли сăлтавсем те пур. Кăçалхи виçĕ уйăхра 11 преступление уçса парайман. Мĕн пурĕ 84 преступление шута илнĕ. Вăтам шайри преступленисем те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылайрах. Кăçал 26 факт пулнă, пĕлтĕр - 8 тĕслĕх. Çул çитмен ачасемпе çыхăннă икĕ преступлени (Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенче те пĕрер тĕслĕх).

Асăннă тапхăрта ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă 29, мошенниксен 6 тĕслĕхне шута илнĕ. Суя укçа-тенкĕпе (5 факт) çыхăннă преступленисем те пур.

10 автоаваринче икĕ çын вилнĕ,12-шĕ аманнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăх ĕçĕнче те полици сотрудникĕсен тимлĕхе ỹстермелле, профилактика ĕçĕсене вăйлатмалла. Кун валли сăлтавĕ те çук мар. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр руль умне ỹсĕрле ларакансен йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 15 процент ỹснĕ, 46 водитель ячĕпе çак сăлтавпа протокол çырнă. Асăннă тапхăрта административлă право йĕркине пăснă 1039 тĕслĕх пулнă.

Юлашки вăхăтра пирĕн урлă патшалăх çăмăллăхĕсене илекенсем йышлансах пыраççĕ. Виçĕ уйăхра çеç 4228 гражданин хăйĕн ыйтăвне (вăл шутра ГИБДД па çыхăннисене те) татса пама пирĕн пата тухнă. Электронлă майпа хăйсен ыйтăвне тивĕçтерме 1982 гражданинран ыйту кĕнĕ.

А. ФОМИН, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ

Авангард



17 апреля 2020
10:20
2020 год
Поделиться