Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача садне юсама палăртнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кăçал юсама палăртнă Шăнкăртамри "Ромашка" ача садне çитсе курнă.

1985 çулта купаланăскерĕн тăрри, электропроводасемпе ăшă системи кивелнĕ, чỹречисемпе алăксем, урай та çĕрĕшнĕ, çавна май тĕплĕ юсав кирлĕ.

"Чебпроект" пĕрлешỹ проект хатĕрленĕ, экспертиза смета хакне палăртнă. Халĕ аукцион валли документсем тăваççĕ.

Объекта юсама 18 млн тенкĕ ытла укçа кирлĕ. Малтанхи тапхăра валли 10,6 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă, унтан республика бюджетĕнчен - 10 млн тенкĕ, район хыснинчен 0,6 млн тенкĕ.

Рудольф Селиванов Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕпе Минсур Валитовпа тата ача сачĕн заведующийĕпе Фарида Шарафутдиновăпа тĕл пулнă май çул çитменнисен вĕрентỹ учрежденинче тумалли юсав ĕçĕсене сỹтсе явнă. Пĕрремĕш тапхăрпа уйăрнă укçапа çурт тăррине тата фасадне, электричествăна, шалти канализаци системине, алăксемпе чỹречесене çĕнетеççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



17 апреля 2020
10:16
Поделиться