Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пиллĕкмĕш пепкене алла илекенсем пурри савăнтарать

РАЙОНТИ ЗАГС пайĕн кăçалхи икĕ уйăх кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан начар мар. Чăн малтанах çут тĕнчене килекен пепкесем йышланни савăнтарать. Мăшăрлану керменĕн специалисчĕсем çак тапхăрта 48 çемьене çĕнĕ "кайăк" хутшăннă ятпа саламланă. Вăл шутра 13-шĕ пĕрремĕш ачана алла илнĕ, "аист" иккĕмĕш тата виççĕмĕш пепке 14-шар çемьене парнеленĕ, тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш чун тĕпренчĕкне йыша хушнисем те виçшер мăшăр. Сăмах май каласан, кăçалхи икĕ уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çемье çавăракансем йышланни те кăмăллă пулăм.

Авангард



17 марта 2020
10:32
2020 год
Поделиться