Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр протокол çумне тепри хутшăннă

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссине çакнашкал сăлтавпа час-часах ашшĕ-амăшне "кавир" çине чĕнеççĕ. Хальхинче Сăкăтра пурăнакан пĕр ашшĕн ывăлĕшĕн питне хĕретме тиврĕ. 18 çул тултарман каччăн пуçне автомашина туянас текен шухăш пырса кĕнĕ-мĕн. Вăл çуллахи каникулта ĕçлесе илнĕ укçапа хăйсен ялĕнчи пĕр юлташран йỹнĕ хакпа çăмăл автомашина туянать. Ялта чупма, руле тытма хăнăхма юрать тесе шутланă пулас çамрăк. Анчах "хурçă ута" килне илсе çитереймест, ăна ГИБДД сотрудникĕсем тытса чараççĕ, руль умне çул çитмесĕр тата водитель удостоверенийĕсĕр ларнăшăн протокол çыраççĕ. Киле килсен вара ашшĕ тепĕр "лекци" вулать, темиçе кунтан кивĕ машинăна каялла кайса пама ыйтать. Йĕпе çине сапа тенĕ евĕр, çакскер каллех йĕрке сотрудникĕсен аллине çакланать. Пĕр протокол çумне тепри хутшăнать. Çапла вара çул çитмен ачин хăтланăвĕшĕн уйăх хушшинче ашшĕн РФ КоАПăн 12 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 10500 тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Авангард



13 марта 2020
10:43
Поделиться