Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Обществăлла канаш çĕнĕ йышпа ĕçе пуçăнчĕ

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çумĕнче обществăлла канаш туса хунă. Çак кунсенче унăн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Чăн малтанах район полицийĕн начальникĕн пулăшуçи, шалти ĕçсен службин капитанĕ Николай Андреев обществăлла канашăн пĕлтерĕшĕ, ирĕкĕпе витĕмĕ пирки каласа пачĕ, кăçалхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн канаш членĕсем хăйсен ертỹçи пулма пĕр шухăшлăн Сергей Лялина, унăн çумне Алена Адикинăна, секретарьне Юлия Селивановăна суйларĕç. Юлашкинчен полици начальникĕ Андрей Фомин канаш членĕсене удостоверенисем парса саламларĕ, пурне те обществăшăн пурнăçлакан ĕçре пысăк хастарлăх сунчĕ.

Авангард



28 февраля 2020
11:00
2020 год
Поделиться