Йыш вăйĕ йывăрлăха та çĕнтерет, аталанма та пулăшать

Районти хăй тытăмлăх органĕн уставĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи январĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă 19 ял тăрăхĕнче те граждансен пухăвĕсем пулчĕç. Вĕсен ĕçне пĕтĕмлетсе çакна палăртмалла. Халăхпа йĕркеленĕ тĕл пулусем кашни ял тăрăхĕнчех уççăн иртрĕç. Вĕсене район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе пĕрлех район шайĕнчи, вырăнти депутатсем, ял старостисем, общество канашĕн членĕсем, ытти обществăлла организацисен хастарĕсем, ял-йыш хутшăнчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕ-хĕлне халăхпа сỹтсе явса пĕтĕмлетни, малашлăх плансене йышпа пăхса тухни вара паян ял аталанăвĕшĕн, халăх пурнăçне хăтлăлатассишĕн чи пĕлтерĕшли шутланать. Граждансен пухăвĕсене хутшăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ырă йăлана малалла та тăсмаллине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕнче чăн малтанах халăх пуçарăвне, сĕнĕвне тĕпе хурса ĕçлемеллине, ку чухнехи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса памаллине палăртрĕ, вырăнти бюджета пуянлатас тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕсен витĕмлĕрех ĕçлемеллине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ халăхăн пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлекен шанчăклă вăй пулмаллине çивĕчлетрĕ.

(Хамăр корр).

Хаклав

Николай УЗЮКИН, Шăхач ял старости:

- Ял халăхне пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те çăмăл пулман. Хуларипе танлаштарсан пирĕн ĕçĕ те йышлă, татса памалли ыйтăвĕ те сахал мар. Çавăнпа та ял поселенийĕн çулталăкри ĕçне ял-йышпа пăхса тухни, пăшăрхантаракан самантсене пĕрле сỹтсе явни, ял хăтлăхне тăвас тĕлĕшпе çĕнĕ тĕллевсем туни кирлех тесе шутлатăп. Паян уйрăмах халăхпа пĕр вăй пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялта ăнланулăх ỹссе пыни савăнтарать. Ун пек чухне ĕçлеме те, ĕçе йĕркелеме те кăмăллă. Староста пулнă май манăн час-часах вырăнти влаçпа та, ял çыннисемпе те куçа-куçăн калаçма тивет. Акă, иртнĕ çул эпир яла тирпей-илем кỹртес, урам çулĕсене, масара тирпейлес, йывăçсем лартас тĕлĕшпе нумай ĕç турăмăр. Халăхпа пĕр шухăшлă пулса ял масарĕн çуртне çĕнетрĕмĕр, картисене юсарăмăр, унта пыракан çула та тирейлерĕмĕр. Пирĕн ялта чăвашсемпе пĕрлех ирçесем те пурăнаççĕ. Вĕсен йăли-йĕркипе Троица праçникне йĕркелекен лапама капăрлатас тĕллевпе пĕлтĕр йывăçсем лартса хăвартăмăр. Вĕсем пурте йăл илсе чĕрĕлсен кунта хăйне евĕр кану паркĕ пекех пулмалла.

Ялта кашни çулах пĕр-икĕ урама тирпейлесе пыратпăр темелле. Пĕлтĕр ял тăрăх укçи-тенкипе Сосновая тата Абамзинская урамсене вак чул сартăмăр. Халĕ кунта кĕрсе-тухма та кăмăллă. Кăçал республикăри пуçару бюджечĕн программипе Ярославская урамри çула юсаса хăтлăлатасшăн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И. Васильев граждансен пухăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вырăнти бюджетпа тепĕр тăкăрлăкри çула та юсама плана кĕртнĕ. Çакна та каласа хăварасшăн. Шăхач ялĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăках мар. Çапах та пирĕн тăрăхра ыр кăмăллăхпа, хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăракан ентешсем пулни савăнтарать. Акă, иртнĕ çултанпа пирĕн ял укăлчи Шăхачсемшĕн хăйне евĕр палăк пулса тăчĕ. Сергей Васильев (Мускавра пурăнать) пуçарăвĕпе, Федорпа Андрей Ляпкинсен пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе туса лартнă стелла паян пирĕншĕн мăнаçлăх шутланать. Тăван яла чун-чĕререн юратакан çакăн пек çынсем тата ытларах тупăнсан малашне пирĕн Шăхач тата илемленĕ, капăрланĕ.

Ирина ВАВИЛОВА, Упамса старости:

- Пирĕн ял хавалĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та тăван ял хăтлăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн хавхаланса, тăрăшса ĕçлес килет. Тĕрĕссипе, эпир общество пурнăçне çемйипех явăçнă. Мăшăрăм, Игорь Петрович, ял тăрăх депутачĕ пулнă май, чылай ыйтăва унпа калаçса, пĕр чĕлхе тупса пурнăçлатпăр. Вăл ертсе пынипех ял урамĕсем чылай тирпейленчĕç: çулсем сарчĕç, пĕвесем чаврĕç, палăксене юсарĕç тата ытти те. Унăн хастарлăхĕпех ялта ирĕклĕ пушар дружини те ăнăçлă ĕçлет. Эпир кирек мĕнле обществăлла ĕçе те çемьепе хутшăнма, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшатпăр. Ун пек чухне ял çыннипе килĕштерсе вăй хума та, ĕçе пурнăçлама та çăмăл.

Аванагрд



28 февраля 2020
11:14
Хроника
Поделиться