Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха çирĕплетме те, кăмăла уçма та пултарчĕç

ИРТНĔ шăматкун Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ кунĕпех çынран татăлмарĕ. Кашни уйăхра йĕркелекен Сывлăх кунне хутшăнса ачасемпе çамрăксем çеç мар, тивĕçлĕ канăва тухнисем те хул-çурăмне çирĕплетрĕç, бассейнра ишсе киленчĕç. Çакна та палăртма кăмăллă. Юлашки вăхăтра ФСКана Патăрьелсем çеç мар, Шăнкăртамран, Сăкăтран, Нăрваш Шăхалĕнчен, Туçаран, Кĕçĕн Патăрьелĕнчен те сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакансем йышлăн çỹреççĕ.

Авангард



18 февраля 2020
15:01
Хроника
Поделиться