Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурне те хапăл тăватпăр!

Февралĕн 22-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта "Хĕле ăсатни" тата "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2020" мероприятисем иртеççĕ. Уяв 11 сехетре пуçланать. Хутшăнакансем Çăварни эрни пуçланнă май савăнăçлă вăйăсенче вăй виçме, икерчĕ çиме, катемпи çунтарнă çĕре хутшăнма тата йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма пултараççĕ.

Йĕлтĕрпе ярăннă çĕре профессионалсемпе пĕрлех сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем те старта тăраяççĕ. Мала тухакансене ятарлă призсем кĕтеççĕ.

Уява пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!

(Йĕркелỹ комитечĕ)

Авангард



18 февраля 2020
15:04
Хроника
Поделиться