Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтăвĕсем йышлă, кашниех пĕлтерĕшлĕ

Çак кунсенче районти организаци-предприяти, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисемпе, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрлехи анлă лару иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Канашлура чăн малтанах районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина социаллă контрактпа килĕшỹллĕн çынсене патшалăх тĕлĕшĕнчен паракан социаллă пулăшусем пирки ăнлантарса пачĕ, тĕрлĕрен ыйтупа вĕсен службине шăнкăравласа пĕлме май пуррине каларĕ.

Хальхи вăхăтра республика Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Юбилейсем Патăрьелсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акă, иртнĕ эрнере çеç эпир Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалланă марафон символикине кỹршĕсенчен - Шăмăршăсенчен - йышăнтăмăр. Унпа çыхăннă мероприятисем пĕр эрне хушши Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăсăлчĕç, паян вара эстафета "патакне" Елчĕксене паратпăр. Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине чыслăн та сумлăн кĕтсе илмелли программа хатĕр. Унта кашни организаци-предприяти, ял тăрăхĕ, кашни гражданин хăйĕн хастарлăхне кăтартни кирлине каларĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн социаллă аталану, туризм, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алевтина Куданова, çак тĕллевпе пурнăçламалли планпа паллаштарчĕ. Малалла вăл ял тăрăхĕсен официаллă сайтсен рейтингне те пĕтĕмлетрĕ. 2019 çулхи кăтартупа пĕрремĕш вырăн Нăрваш Шăхаль, иккĕмĕш Алманчă, виççĕмĕш Патăрьел ял тăрăхĕсем йышăннă (ỹкерчĕкре).

Юбилейсен çулталăкĕнче район центрĕнчи организаци-предприяти çурчĕсен фасадне архитектура ыйтнă пек çутăпа капăрлатасси, вĕсене илĕртỹллĕ те килĕшỹллĕ тăвасси те тĕп тĕллев. Çак ĕçе апрелĕн 20-мĕшĕччен вĕçлемеллине каласа хăварчĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфрастуктура аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов.

Анлă ларура РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А. Фомин юлашки вăхăтра ултавçăсем куçа-куçăн мар, телефон шайĕпех чылай çынна укçа-тенкĕ енчен улталанине, мошенниксенчен сыхă пулмаллине асăрхаттарчĕ. Пĕрлехи канашлăва федераци çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç, кашни çын хăй çинчен калакан персоналлă кăтартăвĕсемпе асăрхануллă, вĕсемпе Интернет тетелĕнче тимлĕ пулмаллине палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



14 февраля 2020
14:16
Хроника
Поделиться