Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Рудольф СЕЛИВАНОВ: Халăхпа пĕр шухăшлă пулсан ĕç ăнать

Халăх шучĕ -34419 çын, вĕсенчен:чăвашсем – 72,2%,тутарсем – 25,4%,ытти наци çынни – 1,9%.Районта - 56 ял,19 ял тăрăхĕ.

Патăрьел тăрăхĕн пурнăç уттинчен пĕр шит те юлмасть, аталанать. Вырăнти лару-тăрупа, ĕç-хĕлпе паллаштарма район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

 Ял хуçалăх аталанăвĕ -хамăр алăра

 

- Рудольф Васильевич, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăх ытларах çĕр ĕçĕпе пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар.Тĕрлĕ культура çитĕнтерсе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш илет вăл. Çавна май иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарăр-ха?

- Пĕлтĕрхи кăтартусем пире савăнтарчĕç, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр гектартан вăтамран 28 центнер /2018 çулта 26,6 центнер/ пуçтарса кĕртрĕмĕр. Çĕр улмин тухăçĕ те аван - гектартан 240 центнер /142,3/. Пахча çимĕçĕн – 250, сахăр кăшманĕ – 340, хĕвел çаврăнăшĕн – 12,1, вăрлăхлăх суханăн - 117 центнерпа танлашрĕ. Кĕрхи культурăсем пĕтни çеç кулянтарчĕ.Вĕсене пăсса теĕр хут çурхи культурăсем, пĕр çул усекен курăксем акма тур килчĕ.

Ĕне выльăх шучĕ пирĕн тăрăхра çулсеренех уссе пырать, çав шутра сăвăнакан ĕне йышĕ те. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те курăмлă.

РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен «Ылтăн кĕркунне» куравра эпир иккĕмĕш çул ылтăн медале тивĕçрĕмĕр. Унсăр пуçне ял хуçалăх кооперативĕсем, фермерсем хăйсен продукчĕсене курава тăратса çултан-çул тĕрлĕ награда илеççĕ.

- «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса Патăрьелсем, ытти районпа танлаштарсан, çулленех грантсем тивĕçеççĕ. Чăн та, çакнашкал ĕçе вăй питти çын е çамрăк çеç йĕркелеме пултарать. Яш-кĕрĕме, хĕр-упраçа яла хăварас тесе мĕн тăватăр?

- Çапла,фермерсем çулленех «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хастар хутшăнаççĕ.Пĕлтĕр 6 фермер 13 млн та 400 пин тенкĕ илчĕ.Çемье фермине аталантарма 1 ĕçчен 5 млн та 400 пин тенке тивĕçрĕ. 4 фермер вара «Агростартап» программăна хутшăнса грантлă пулчĕ. Ку енĕпе эпир малашне те тăрăшса ĕçлесшĕн.Çамрăксем ял хуçалăх бизнесне тимлĕх уйăрма тытăнни савăнтарать. Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тупăш илме май пуррине туяççĕ вĕсем. Эпир пулас предпринимательсен, фермерсене республика, федераци шайĕнчи программăсемпе паллаштарсах тăратпăр. Çавна май ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем çамрăксемпе вырăнта тĕл пулса калаçни те пĕлтерĕшлĕ. Эпир хамăр территорие пысăк холдингсене кĕртесшĕн мар. Вырăнти çынсен укçине хывса инвестици проекчĕсем пурнăçласшăн.

- Рудольф Васильевич, инвестици проекчĕсем пирки сăмах хускатрăр пулсан калаçăва çак енне куçарар-ха.

- Районта иртнĕ çул 24 инвестици проекчĕ ĕçлерĕ.Сăмахран.,«Кзыл-Камыш» агрофирма сурăх ферми, В.Кириллов фермер пахча çимĕç управĕ, А.Шарафутдинов фермер 40 пуç самăртмалли выльăх вырнаçмалăх вите хута ячĕç. Унсăр пуçне пĕлтĕр пуçланă, кăçал вĕçлемелли объектсен шутне «Кзыл-Камыш» агрофирмăн тата В.Кузнецов фермерăн пахча çимĕç управĕсем кĕреççĕ. Аш-какайпа сĕте тирпейлекен «Баракат» тата «Эко-Продукт» кооперативсем ĕçлесе кайĕç. Пикшик ял тăрăхннче «Молочные зори» кооператив типĕ сĕт кăларакан завод çĕкленĕ. унта 100 тонна сĕт йышăнма пултарĕç. Эппин, чĕр тавара район шайĕнче вырнаçтарас ыйту пĕтĕмпех татăлĕ. Çавăн пекех Э.Хуснетдинов, И.Хамбиков, И.Ямалетдинов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче фермăсем хута ямалла.

- Сухаламан çĕрсем пур-и?

- Эпир ĕçлеме пуçланă чухне çакнашкал лаптăк 3647 гектарччĕ. Ун пирки халăх пĕлетчĕ. Çавăнпа уççăн калама тиврĕ. Хальхи вăхăтра хуçасăр сĕр - 900 гектар ытла, вăрманлă çĕрсем юлчĕç. Вĕсене сухалама, йĕркене кĕртме пысăк укçа кирлĕ.

 

Пĕр-пĕринчен вĕренсе пыратпăр

 

- Сирĕн тăрăхра демографи ыйтăвĕ еплерех?

-Шел те, демографи ыйтăвĕ, ытти тăрăхри пекех, пирĕн районта та питĕ çивĕч. Вилекен шучĕ çуралаканран нумайрах. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕ усни вара савăнтарать. Районта 80 çултан иртнисем - 1927 çын, 90- ран каçнисем – 252, 95-рен иртнисем 42 çын пурăнать. Пĕлтĕр Пăлапуç Пашьелти Анна Агашева, Татмăшри Лидия Царева, Аслă Чементи Варвара Вахмистрова, Алманчăри Александра Мышова 100 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çĕньялти Ксения Елимова вара 101 çул тултарчĕ. Пирĕн тăрăхра чи ватти - Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Дария Калиникова. Вăл иртнĕ çул 105 çулхи менелникне уявларĕ. Савăнмалли тепĕр пулăм - Шăнкăртам ял тăрăхĕнче çуралакан шучĕ вилекенрен ытларах пулни.

- Патăрьелте предпринимательлĕх вăйлă аталанни куçкĕретех. Район центрне кĕнĕ-кĕмен куç умне çине-çинех лавка, кафе, аптека, пасар тĕл пулаççĕ.

- Чи малтан çакна каласшăн, эпир, чăвашсем, тутарсемпе тата ирçесемпе пĕрле пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемпе пĕрле пурăнман пулсан Патăрьел çакăн пек вăйлă аталанаймастчĕ. Мĕншĕн тесен эпир пĕр-пĕринчен вĕренсе, туслă ĕçлесе пыратпăр. Чăн та, тутарсем суту-илупе ытларах ĕçлеççĕ. Вĕсене кура чăвашсем те юласшăн мар. Пирĕн тăрăхра предпринимательсен йышĕ республикăра нумаййисенчен пĕри. Официаллă майпа шута илнисем çеç 1 пин ытла. Патăрьелсем питĕ ĕçченнине палăртса хăварас килет. Чылайăшĕ севок сухан устерсе тупăш илет. Анчах ăна çитĕнтерме пĕрре те çăмăл мар. Севок Патăрьел районĕн бренчĕ шутланать.Раççей территорийĕн 40 процентне эпир çак пахча çимĕçпе тивĕçтеретпĕр. Ăна Калининградран Владивосток таран ăсатаççĕ. Халĕ ку культурăна туса илес ĕçе чылайăшĕ механизациленĕ. Хăш-пĕр кооператив севока комбайнпа пуçтарать, аллать. 500-600 тонна вырнаçмалăх управсем тăваççĕ.

- Йăлари хытă каяша пухас енĕпе мĕнле ĕçлетĕр? Ку йĕркене халăх вĕренсе çитрĕ-и?

- Çуп-çап ыйтăвĕ пурне те пăшăрхантарать. Уйрăмах уншăн тулевпе татăласси.  Эпир ку тĕлĕшпе республикăра хальлĕхе кайрисен шутĕнче-ха, халăхăн 51 проценчĕ çеç çуп-çапшăн тулесе пырать. Нумай чухне пушă хуçалăхсене квитанцисем килеççĕ. Паллах, ку кулăшла пулăм. Çавна май çитес вăхăтра «Экоцентр» ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕсене тухса пушă хуçалăхсене шута илесшĕн. Ку тĕлĕшпе эпир вĕсене пулăшма хатĕр. Çакăн хыççăн тинех çуп-çапшăн тулекенсен йышĕ уçăмланĕ.

- «Пуçаруллă бюджет» программăна пула республикăра пурăнакансем чылай ĕç-хĕл пурнăçланине пурте пĕлетпĕр. Патăрьелсем те ыттисенчен юлмаççĕ пек туйăнать?

- «Пуçаруллă бюджет» программăна, тĕрĕссипе, эпир пуçартăмăр тесен те çылăх мар. Ку енĕпе Шăнкăртамсем питĕ хастар ĕçлетчĕç, хал те çавăн пекех. Пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама тытăнсан килĕрен укçа пуçтаратчĕç те тăватчĕç. Ăна кура ыттисем те хăватланчĕç, масарсене тирпейлерĕç, часавайсем çĕклерĕç, кану паркĕсем, ача-пăча тата спорт лапамĕсем уçрĕç.

 

Йĕлтĕр бази те, 3D класс та

 

- Рудольф Васильевич, район çыннисене сывлăх сыхлавĕ, культура, вĕренту, спорт ыйтăвĕсем кăсăклантараççех ĕнтĕ. Çавна май наци проекчĕсем мĕнлерех пурнăçланаççĕ?

- Наци проекчĕсем районта пурте пурнăçланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе эпир районта яваплă çынсене çирĕплетнĕ. «Çул-йĕр карттине» кашни планеркăрах тишкеретпĕр. Сăмахран, сывлăх сыхлавне илер-ха. Районта тĕп больницăсăр пуçне 13 врач амбулаторийĕпе 31 ФАП ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕ технологисем пирĕн тăрăхра та пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Шкулсенче медицина кабинечĕсем йĕркелеме те тăрăшатпăр. Патшалăх культура çине пăхма пуçлани те савăнтарать. Юлашки виçĕ çулта 15 клуба юсаса çĕнетĕмĕр, вĕр çĕнĕ 3 клуб турăмăр. Кăçал 2 тума палăртнă, 7-шне çĕнетме, 4-шне тĕпрен юсама ĕмĕтленетĕр.

«Вĕрену» наци проекчĕпе килшуллĕн Патăрьелти 1-мĕш, Хирти Пикшики, Аслă Арапуçри вăтам шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантармашкăн «Усĕм вырăнĕ» центрсем уçăлчĕç. Тутар Сăкăтри вăтам шкулта 3D класс ĕçлеме тытăнчĕ. Кăçал Патăрьелти 2-мĕш, Нăрваш Шăхальти тата Э.Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсенче «Усĕм вырăнĕ» центрсем уçăлĕç.

Пирĕн тăрăхра спорт та вăйлă аталаннă. Пĕлтĕр «Паттăр» ФСКна тĕпрен юсарăмăр. Шкулти спортзалсенче ку ĕçе вĕçленнĕ.

Аслă Арапуçри вăтам шкул территорийĕнче Тимченкăн «Ырă пăр» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе хоккей площадки туни те ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Кăçал çакнашкаллинех Сăкăтра вырнаçтарас ĕмĕт пур. Кĕçĕн Патăрьелти «Олимп» стадион территорийĕче тата Кĕçĕн Арапуçра çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр базисем пурри те пĕлтерĕшлĕ. Унта ачасем çеç мар, çулланнă çынсем те йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Нумаях пулмасть районти культура керменĕнче «Стартран - Олимп тупи таран» спорт форумĕ ирттерĕмĕр. Унта хамăр тăрăхра çуралса уснĕ спортсменсем, тренерсем, физкультура учителĕсем, спорт династийĕсем хутшăнчĕç. Çакăнтах «Спорт энциклопедийн» пĕрремĕш томне пахаларăмăр.

- Кăçал - Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ.Аслă Çĕнтеру 75 çул тултарнă тĕле мĕнле ĕçсем туса ирттересшĕн? Уява мĕнле шухăш-ĕмĕтпе кĕтсе илетĕр?

- Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ пирĕн районта старт илчĕ ĕнтĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, унта хутшăннă паттăр салтаксем çинчен шкулти, садикри ачасемпе тĕл пулса калаçмалла. Тĕрĕслĕхе вĕсене вăхăтра ăнлантармалла. Тĕрĕслĕхе вĕсене вăхă­тра ăнлантарса памалла, унсăрăн кая юлат­пăр. Информаци вăрçи танкран та, хĕçрен те вăйлăрах .Нумаях пулмасть çамрăк армеецсен слетне уçрăмăр, вăрçă темине унта та хускатрăмăр. Унсăр пуçне уяв тĕлне районти пĕтĕм палăка юсаса тирпейлеме палăртнă.

- Çын малашлăхпа пурăнать. Ĕмĕт-шухăшсемпе паллаштарсамăр.

-Ĕçлемелли пĕтĕм сферăра чылай. Çитменлĕхсем те пур. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулатех пулĕ тесе шухăшлатăп. Федераци, республика шайĕнчи программăсене яланах хутшăнмалла, хамăр бюджетпа кăна района аталантарма май çук. Сăмахран, 2020 çулта 225 млн тенкĕлĕх 14 инвестици проектне хута кĕртмелле, çав шутра фермăсем, управсем, аш-какая тата сĕте тарăннăн тирпейлекен цехсе.ĕ Планра çавăн пекех – шкулсене, садиксене, спорт залĕсене, çул-йĕре тĕпрен юсасси. Районта иртекен Акатуй-Сабантуй уçланки тĕлĕнче 20 паттăрăн кулепине йывăçран касса вырнаçтарасшăн. Çавăн пекех Тикешри хулаш вырăнне йĕркене кĕртес енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр. Ĕмĕрхи палăка пăрахăçа кăлармалла мар, мĕншĕн тесен аваллăхсăр малашлăх çук.

- Калаçушăн тав.

Валентина ПЕТРОВА

Хыпар



07 февраля 2020
15:11
Поделиться