Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Февралĕн 8-мĕшĕ - Пĕрлехи диспансеризаци кунĕ

Районти тĕп больницăра шăматкунсенче те сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме майсем пур. Февралĕн 8-че, мартăн 7-че, апрелĕн 4-че, майăн 16-че, июнĕн 6-че, июлĕн 4-че, августăн 1-че, сентябрĕн 5-че, октябрĕн 3-че, ноябрĕн 7-че, декабрĕн 5-мĕшĕсенче вара Пĕрлехи диспансеризаци кунĕсене йĕркелетпĕр. Çỹлерех палăртнă шăматкунсенче кашнийĕ хăйсен участокри врачĕсем патне пырса тĕрĕслеве явăçма пултарать. Диспансеризацие ỹсĕм çулĕпе кĕртеççĕ, ыттисен профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Районти тĕп больница тунтикунпа эрнекунсенче 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, шăматкунсенче 8-12 сехетсенче ĕçлет.

А. ИВАНОВА, районти тĕп больницăн медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ



07 февраля 2020
10:55
Хроника
Поделиться