Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи паллă

."Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи паллă. Тупăшăва хутшăннă 11 кандидатран чи нумай сасă пухса "Çулталăк çынни - 2019" хисеплĕ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ Халимулла Хамматов тивĕçрĕ. Хаçат редакцийĕ çĕнтерỹçĕне чун-чĕререн саламлать, пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ăнăçу сунать. Ăна февралĕн 7-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă сумлă мероприятинче чыслаççĕ.

Хаçат редакцийĕ конкурса хутшăннă ытти кандитатсене, çавăн пекех вĕсемшĕн хăйсен сассине панă çынсене те тав тăвать.



06 февраля 2020
15:12
Поделиться
;