"Хăрушлăха парăнтарма яланах хатĕр пулмалла"

Çакăн пек тĕллев лартрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче. Пухăннисем иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç, çав вăхăтрах кăçалхи тĕллевсене те çивĕчлетрĕç.

Тĕп докладпа район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Григорий Каллин тухса калаçрĕ. Чăн малтанах çакна палăртма кăмăллă. Патăрьел районĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмăн 2019 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, куçса çỹрекен кубокпа диплом илме тивĕçрĕ (кун пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ). Ăнăçу тата çитĕнỹ пĕрлехи вăйсăр пулмасть. Григорий Николаевич хăйĕн сăмахĕнче чăн малтанах районта пулса иртекен кирек мĕнле аварилле лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçлекен службăсене пурне те иртнĕ çул ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕ, 2020 çулта та çине тăрса пĕрле тăрăшмаллине палăртрĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен 2019 çул ятарлă пулăшу службисен сотрудникĕсемшĕн çăмăлах иртмерĕ темелле. Пĕлтĕр 56 пушар пулнă, вĕсенче 4 миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăх юрăхсăра тухнă, виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкексен ытларах пайĕ (44,6 процент) вут-кăварпа асăрханусăр пулни. Электричествăпа (28,6) тата кăмакапа (16) усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман тĕслĕх те сахал мар. Çавăнпа та кăçал вырăнсенче халăхпа куçа-куçăн курса калаçусем ирттересси, профилактика мероприятийĕсене йĕркелесси витĕмлĕрех пулни те ытларах кирлĕ. Сăмах май каласан, 2019 çулта районти пушар хуралĕпе профилактика субъекчĕн ытти представителĕсем 4667 киле, 118 хваттере, ăнăçсăр 55 çемьене, нумай ачаллă 650 çемьене, пĕччен пурăнакан 800 ытла ватă патне çитсе хăрушлăхран асăрханмалли инструктажсем панă, ăнлантарнă, ăнăçсăр çемьесене пушар хыпарлавĕсене вырнаçтарнă тата ытти те. Сахал мар ĕç тунă.

Çакна та палăртса хăвармалла. Район территорийĕнче пушара хирĕç кĕрешме тата ăна парăнтарма 26-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ, Турханти ПНИре унăн уйрăм посчĕ пур, ирĕклĕ пушар командин 9 подразделенийĕ, муниципаллă пушар хуралĕн икĕ подразделенийĕ ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи фермер хуçалăхĕн хушма техники çинче тытăнса тăракан пушар команди, ВДПОн вырăнти уйрăмĕн яваплăхĕнче тимлекен ирĕклĕ пушарниксен, çăлавçăсен тата волонтерсен клубĕ те пур. Пулăшупа çăлав, тĕрĕслев, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен служба йышĕ пĕчĕк мар. Паянхи куна пĕрлехи диспетчер служби те (ЕДДС) мĕн пур требованийĕсене тивĕçтерет. Çакна иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче районта ирттернĕ командăпа штаб вĕрентĕвĕ те лайăх çирĕплетсе пачĕ.

Пĕтĕмлетỹ канашлăвĕнче районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков районти "01" службăн иртнĕ çулхи ĕçĕпе паллаштарчĕ, тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Çĕньял тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем М. Мадюковăпа М. Валитов ку тĕлĕшпе вырăнти муниципалитетра пурнăçлакан ĕçсем пирки пĕлтерчĕç . Юлашкинчен пулăшупа çăлав службинче тивĕçлĕ ĕç туса пыракан хастарсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех пушар хуралĕн ветеранне Виталий Тямина (ỹкерчĕк-ре) тата район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхне Григорий Каллина Раççей МЧСĕн медальне тивĕçнĕ ятпа саламларĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



05 февраля 2020
09:03
Поделиться