Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вут-кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла тата кăпăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас, çарпа патриотла пĕрлешỹсен ĕçĕ-хĕлне анлăн сарас, çар службинче тăракансен сумне ỹстерес тата хỹтĕлевпе массăллă, спорт ĕçĕсен уйăхлăхне хастар хутшăнма явăçтарас тĕллевпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК базинче районти обществăлла "ЮНАРМИЯ" юхăмăн IV слечĕ иртрĕ (сăн ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Афганистанра, сывлăшпа десант тата тинĕс çарĕсенче службăра пулнисен районти канашĕн ертỹçисем Ферит Сулейманов, Виталий Яковлев, Анатолий Казенов, "Пограничное братство" пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн- ертỹçин çумĕ Николай Тинюков тата ыттисем хутшăнчĕç.

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тата çамрăк армеецсемпе кадетсен "Вместе мы едины!" республикăри IV слетне ирттерес ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорне Наталия Андреевăна, социаллă педагогне Татьяна Ильинана тата параппанçăсен "Грация" отрячĕн ертỹçине Алина Фроловăна республикăри вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвĕсене пачĕç.

Çавăн пекех çарпа патриотла обществăлла "ЮНАРМИЯ" юхăмăн тавне вырăнти уйрăмăн штаб начальникĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ Виктор Антипов, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Николай Мазяковпа Мария Сейфуллина тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Диаз Тазюковпа Мария Кальметова вĕренекенсем тивĕç пулчĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3а класа сумлă лару-тăрура Раççей Геройĕн Дмитрий Кожемякинăн ятне илнине ĕнентерекен асăну хăмине пачĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр. "Çамрăк ăру асаттесен, мăн асаттесен паттăрлăхне ан мантăрах. Ырă кăмăллă пулччăр, çĕршывăн çутă малашлăхне аталантаракансем ỹссе çитĕнччĕр ачасенчен", - терĕç тухса калакансем.

Хальхи вăхăтра районти çамрăк армеецсен йышĕнче 500е яхăн ача тăрать. 5-8 классенче вĕренекенсем çак кун Калашников автоматне салатса пухассипе, ГТО нормативĕпе килĕшỹллĕн хăш-пĕр упражненисем тăвассипе ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсем дипломсене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



31 января 2020
11:06
2020 год
Поделиться