Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх пуçарăвĕпе - пысăк ĕç

РАЙОНТА халăх пуçарăвĕпе пурнăçлакан ĕçсем çулсеренех нумайланса пыраççĕ. Çак меслетпе иртнĕ çул ача-пăча лапамĕсем уçăлчĕç, çулсем çĕнелчĕç, ытти объектсем те хута кайрĕç. Район администрацийĕ кăçал та çак программăпа халăхăн шухăшне шута илсе ĕçлеме тĕллев лартнă.

Акă, Тăрăн ялĕнче пуçару бюджечĕпе масар патне каякан 600 метра яхăн çула сарма хатĕрленеççĕ. Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев пĕлтернĕ тăрăх проект 762 пин тенке ларнă. Ял старости Петр Думилин, Лидия Илехметова хастар пенсионерка тата ыттисен пуçарăвĕпе халăхран тата организацисенчен 220 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Хĕл каçса шыв-шур типнĕ хыççăнах строительсем ĕçе пуçăнма хатĕр.

Авангард



31 января 2020
10:48
Хроника
Поделиться