Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти Хĕрарăмсен канашĕ - конкурс лауреачĕ

ÇАК кунсенче республикăра "Чăваш Енри чи лайăх Хĕрарăмсен канашĕ -2019" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта обществăлла организацин ра- йонсемпе хуласенчи 26 уйрăмĕ хутшăннă. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ (ертỹçи А. Горшкова) "Çирĕп çемье - тĕреклĕ патшалăх" номинацире конкурс лауреачĕ пулма тивĕçнĕ. Мероприятие Чăваш Республикинчи Ыр кăмăллăх фончĕн попечитель канашĕн председателĕ Л. Игнатьева, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Федорова хутшăннă. Çакнашкал конкурссем йĕркелени ача амăшĕн обществăри пĕлтерĕшне, республикăн экономика, социаллă тата культура пурнăçĕнчи витĕмне ỹстерме май параççĕ.

Сăмах май каласан, пирĕн районти Хĕрарăмсен канашĕ вырăнта иртекен культура, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнать, аслă ăру çыннисене те пысăк тимлĕх уйăрать.

Авангард



27 декабря 2019
13:28
2019 год
Поделиться