Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявсенче кулăпа савăнăç çеç хуçаланччăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе террора хирĕçле кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Рудольф Васильевич Çĕнĕ çул тата Раштав çывхарнă май районта массăллă мероприятисем нумай иртнине, çавна май обществăлла хăрушсăрлăха вăйлатмалли, террористла актсенчен сыхланмалли хушма мелсене ỹстермелли пирки каланă.

Лару ĕçне район прокурорĕ Н. Осипов та хутшăннă.

Канашлура террора хирĕçле мероприятисене уяв вăхăтĕнче йĕркелесси пирки калаçнă, "Район территорийĕнчи тата халăх пурнăçĕнчи хăрушсăрлăха ỹстересси" муниципаллă программăн "Районта терроризма тата экстремистла лару-тăрăва хирĕç профилактика ирттересси" çум программăна 2019 çулта аталантарма уйăрнă укçа-тенке ĕçе кĕртнине, 2020 çулхи мероприятисене планлассине пăхса тухнă.

Комисси членĕсем уявсем вăхăтĕнче тĕрĕслеве, халăхăн тата килнĕ хăнасен хăрушсăрлăхне вăйлатма, инкек-синкекре пурнăçламалли ăнлантаруллă профилактика ĕçĕсене йĕркелеме йышăннă.

(Хамăр корр.).

Авангард



24 декабря 2019
09:47
Поделиться