Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ыйту шутра

Конституци кунĕнче çулленех Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал та декабрĕн 12-мĕшĕнче 12-рен тытăнса 20 сехетчен влаçăн тĕрлĕ тытăмĕн ертÿçисем çынсене йышăннă. Çак кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те йĕрсĕр иртмен: район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне 80 яхăн çын хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă, пĕри видеоçыхăну мелĕпе тухнă.

Йышăнăва килнисене пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа еплерех пурнăçланса пыни, ялсенче тухтăрсем çитменни, йăлари хытă каяша турттарасси, коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн субсиди илесси, социаллă сфера обьекчĕсене тăвасси (культура çурчĕсем), нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси, пенси виçине çĕнĕрен шутласси, çуртсен чиккисене палёртасси, еткерлĕх тата ытти ыйтусем те хумхантарнă. Тĕпрен илсен, хуравсене çийĕнчех илме пултарнă вĕсем. Хăш-пĕр ыйтусене тĕрĕслеве илнĕ.

А. Иванов

Авангард



17 декабря 2019
10:18
Хроника
Поделиться