Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырлăх, сывлăх, хăтлăх - çаксем пирĕн пурлăх

Паян патшалăх пулăшăвĕпе тăвакан ырă та пархатарлă улшăнусем хуласенче çеç мар, ялсенче те курăмлă пулса пыраççĕ. Çак тĕллевпе Раççейре çулталăк ытла ĕнтĕ 12 наци проекчĕ пурнăçа кĕрет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх ырлăхĕпе, сывлăхĕпе, хăтлăхĕпе çыхăннă наци проекчĕсем еплерех пурнăçа кĕнипе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - финанс пайĕн начальникĕпе Светлана Черновăпа тĕл пулса калаçнă.

- Светлана Алексеевна, Раççей, регион шайĕнче пурнăçланса пыракан кашни проект пĕлтерĕшлĕ. Çапах та районта вăя кĕнĕ наци проекчĕсенчен чăн малтанах хăшне асăннă пулăттăр?

- Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăçне лайăхлатасси, хăтлăлатасси, ăна ырă енне улăштарасси. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкине хываççĕ, инвесторсене явăçтараççĕ. Пирĕн района та, республикăри ытти районсем пекех, тулашри пулăшусăр аталанма çăмăл мар. Çапах та эпир мĕн пур майсемпе усă курса палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Акă, "Чăваш Республикин территорийĕнче ку чухнехи хула хăтлăхĕ тумалли" патшалăх программин регионти проекчĕпе район центрĕнче -Патăрьелĕнче - чылай хăтлăх кỹтĕмĕр. Комаров урамĕнчи 15 тата 17-мĕш, Дружба урамĕнчи нумай хваттерлĕ 18, 19-мĕш çуртсем таврашĕсене тирпейлерĕмĕр. Паян кунта ача-пăчана выляма та, автомашинăпа кĕрсе тухма та, уçăлса çỹреме те кăмăллă. Вĕсенче "Стройкомфорт" тулли мар яваплă пĕрлешỹпе Инна Рубцова индивидуаллă предприниматель ĕçлерĕç. Çак ял тăрăхĕнчех Кепе юхан шыв çыранĕн хĕрринче те планпа пăхнă ĕçсене пурнăçланă. Маларах асăннă программăпах Ленар Шакиров индивидуаллă предприниматель Хирти Пикшикри вăтам шкулпа культура çурчĕн умĕнчи лапама тирпейлесе хăтлăх кĕртрĕ. Паян скверти хăтлăхпа ачасем те, аслисем те кăмăлллă.

- Районта пурнăçа кĕнĕ нацпроектсенчен пĕри вĕрентĕве аталантарассипе çыхăннă. Чăнах та патшалăх çитĕнекен ăрăва пысăк тимлĕх уйăрать, çĕршыв малашлăхĕ шутланакан çамрăксем ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тăрăшать...

- Çак тĕллев пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçланса пырать. Чăн малтанах Чăваш Республикинчи "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçланса пыракан "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" ("Успех каждого ребенка") регионти проект пирки те асăнса хăварасшăн. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районта кашни ачана уйрăммăн финансламалли (персонифицированный) йĕрке вăя кĕчĕ. Район бюджетĕнче çак тĕллевпе 3 486 700 тенкĕ укçа-тенкĕ пăхнă. Асăннă системăпа хушма пĕлỹ паракан Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх çурчĕ тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК ĕçлеççĕ. Кăçал 1190 вĕренекен хушма пĕлỹ илме май паракан 2930 тенкĕлĕх сертификат алла илеççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1173 сертификат пама ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республикăри муниципалитетсем хушшинче эпир тăваттăмĕш вырăнта.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти икĕ спортзала тĕпрен юсас ĕç те кашни ачан пултарулăхне ỹстерессипех, сывлăхне çирĕплетессипех çыхăннă. Юсава А. Тарасова индивидуаллă предприниматель пурнăçлать. Контракт хисепĕ -2 006 393, 08 тенкĕ. Вăл шутра федераци бюджетĕнчен 1886,0 пин тенкĕ, республикăпа вырăнти бюджетран - 60196, 54 тенкĕшер.

Вĕрентỹ отраслĕпе илес пулсан çакна та палăртса хăварас килет. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле регионти "Цифрăллă вĕрентỹ" проектпа пирĕн районти мĕн пур вĕрентỹ организацийĕнче ачасене аталанма хальхи тата хăрушлăхсăр цифра вĕрентĕвĕн условийĕсем пулĕç. Çавна май информаципе коммуникаци инфраструктури те, кадрсене хатĕрлесси, пĕлỹ парасси те çĕнелĕ, федераллă цифра платформи пулĕ. Çак тĕллевпех "Пуласлăхри вĕрентекен", "Социаллă хастарлăх", "Ачаллă çемьесене пулăшасси" тата ытти регионти проектсем те вăйрах. Кашнийĕнпе уйрăммăн ĕçлесе пыратпăр. Пĕр проект теприне пурнăçа кĕртме пулăшса пырать.

- Паян кирек камшăн та пурăнмалли ыйту çивĕччисенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе республикăра "Пурăнмалли çурт-йĕр" наци программи начар мар пурнăçланса пырать. Район шайĕнче еплерех?

- "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăн тĕп тĕллевĕ - граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси. Çак программăпах ра- йонта çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси те пулса пырать. Ку таранччен кăçал планпа пăхнă 20 çамрăк çемье тавăрса памалла мар субсиди илнĕ.

- Пирĕн район республикăра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, фермер хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе кăтартуллисен йышĕнче. Ку тĕлĕшпе харпăр хăй ĕçĕпе тăрăшас текенсене, çемье фермисене, ял хуçалăх кооперативĕсене патшалăх алă тăсса пани сисĕнет, мĕншĕн тесен Патăрьел районĕнче те çулсеренех çĕнĕ фермăсем, цехсем, управсем хута каяççĕ. Уйрăм хастарсем, район халăхĕ çакна пысăк кăмăлпа йышăнать темелле...

- Юхмапа Пăла тăрăхĕ ял хуçалăх районĕ шутланать. Районта "Пуçласа ĕçлекен фермер" программăпа ултă фермер, "Çемье фермерĕ" программăпа пĕр фермер, "Фермерсене тата ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарасси" регионти проектпа тăватă фермер патшалăхран грантсем илчĕç. Кăçал çеç ял хуçалăхĕнче тата промышленноçра ĕçлекенсен районти уяв кунĕнче Татмăшри Эльвира Солдатова фермер хуçалăхĕнче 100 ĕне вырнаçакан ферма уçрăмăр. Асăннă объекта та фермер патшалăх пулăшăвĕпе (проект 16,6 миллион тенкĕ, вăл шутра 10 миллион тенки патшалăхран, 6,6 миллионĕ фермер хуçалăхĕн). Çакна та палăртса хăвармалла. Районта мĕн пурĕ 10 çемье ферми патшалăх пулăшăвĕпе аталанса пырать.

- Светлана Алексеевна, кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕн пурĕ регионти миçе проект "старт" илнĕ-ши? Унсăр пуçне тата пĕрлештернĕ бюджетпа (консолидированный) миçе миллион тенкĕлĕх контракт çырнă?

- Сахал мар. Чăваш Республикинче пурнăçланса пыракан регионти 52 проектран 24-шĕнпе эпир ăнăçлă ĕçлесе пыратпăр. Чылайăшĕнпе курăмлă ỹсĕмсем, çитĕнỹсем те пур. Пĕрлештернĕ бюджетпа кăçал 25 130 827, 90 тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Çулталăк вĕçлениччен вăхăчĕ нумай юлмарĕ пулин те çак суммăна тивĕçлипе усă курасшăн.

- Юлашки çулсенче пирĕн районта культура çурчĕсем тăвас, вĕсене тĕпрен юсас программăпа ăнăçлă ĕçлесе пыни те сисĕнет. Пĕлтĕр çеç Ишлĕре çĕнĕ клуб алăкĕ уçăлчĕ, Красномайскинче те юсаса хăтлăх кỹнĕ культура "вучахĕнче" работниксем хавхаланса ĕçлеççĕ. Район кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн тепĕр савăнăçа пайлама хатĕрленет...

- Çапла, декабрь вĕçĕнче Тутар Сăкăтĕнче пысăк та хăтлă клуб хута каймалла. 150 вырăнлă культура çурчĕ шăпах регионти проектпа "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн çĕкленчĕ. Район администрацийĕ малашне те Юхмапа Пăла тăрăхне аталантарас, халăха пурăнма, ĕçлеме тата кирлĕ пек савăнма хăтлă услови туса парас ĕçре май пур таран тăрăшĕ.

- Тавах сире калаçушăн, Светлана Алексеевна. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул та районшăн ăнăçлă пултăр.

Калаçăва А. ЕГОРОВА йĕркеленĕ

Авангард



17 декабря 2019
09:44
Хроника
Поделиться